Тутарстанри Сиктĕрмере уяв кĕрлерĕ
Петӗр Хусанкайӑн тӑван ҫӗршывӗнче – Тутарстанри Сиктӗрмере канмалли кунсенче çĕршывăмăрти, Раççей тулашĕнчи тĕрлĕ кĕтесрен вунă пине яхăн йăхташ пухăнчĕ. Асра юлакан уява хутшăннă сумлă хăнасем пурте илемлĕ чăваш тумĕпе пулнине те палăртма кăмăллă. Вырăссен кăпăшка çăкăрĕпе, тутарсен пылак чак-чакĕпе, чăвашсен кăпăклă сăрипе сăйларĕç Уява пухăннă хăнасене. Илемлĕ чăваш юрри-ташши уява пухăннисене асамларĕ тейĕн. Ĕçчен халăхăмăр суха йăтса акана тухнине, пир-авăр тĕртнине тата ытти йĕркепе паллаштарчĕç... Читать дальше...