Добавить новость
123ru.net
Все новости
Декабрь
2022

«Кăвак çулăм» инкекĕнчен сыхланăр!

Унăн тĕсĕ те, шăрши те çук. Вăл пачах курăнмасть, çапах та хăрушă инкек кăларса тăратма пултарать. Сăмах газ сĕрĕмĕ çинчен. Хĕллехи тапхăрта ăшăтмалли хатĕрсемпе усă курнăран кăвак çулăм сиен кăтартнă тĕслĕхсен шучĕ йышланать. 11 уйăхра çеç республикăра газпа кил-çуртра асăрхануллă усă курманнипе 5 инкек пулнă. Вĕсенче 13 çын аптранă, 1 ача пурнăçран уйрăлнă. Çакншакал синкерлĕ лару-тăрăва лекнисен нушине ыттисен курмалла ан пултăр тесе газ тытăмĕнче тăрăшакансем массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе брифинг ирттерчĕç.

Вăхăт улшăнса пынă май çынсем хваттерсене те, уйрăм çуртсене те темиçе хутлă пластиклă чӳречесем, ăшă шайне çирĕп тытса тăракан алăксем лартаççĕ. Çавна май пурăнакан вырăна уçă сывлăш кирлĕ чухлĕ кĕртме йывăртарах. Çакă газ сĕрĕмĕ тухнă чухне уйрăмах пысăк инкек кăларса тăратма пултарать. Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче, акă, Шупашкарти Карла Маркс урамĕнчи 46-мĕш çуртри хĕрарăмпа ачана больницăна илсе çитернĕ. Вĕсем газ сĕрĕмĕпе аптранă.

ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Кĕтмен хăрушă инкек Кривов урамĕнче те пулса иртнĕ. Ун чухне газ сĕрĕмĕ тухнине пула 2 ача шар курнă, шел пулин те, 8 çулти арçын ачан пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă».

Çакнашкал тĕслĕхсем татах та пур. Çапах та, вĕсене пурне те пĕр çăмăл йĕркене пăхăннипе, кăвак çулăмпа усă курнă вăхăтра кантăка уçнипе татса пама пулнине палăртаççĕ специалистсем. Анчах та, çанталăк сивĕ тăнине кура чылайăшĕ çак мелтен пăрăнать. Кăвак çулăма туйса илме питĕ йывăр. Çавăнпа та инкек сиксе тухасран сыхă тăмалла. Газ тытăмне вăхăтра тĕрĕслеттермелли çинчен специалистсем асăрхаттарсах тăраççĕ. Апла пулсан та кил хуçисем хваттер алăкĕсене уçмаççĕ, çурта кĕме ирĕк памаççĕ. Çакă вара лару-тăрăва тата та çивĕчлетет. Газ тухнине туйсан 04, 104 е 112 номерсемпе шăнкăравламаллине те асра тытмалла. Хăвăра тата хăвăрăн çемьене «кăвак çулăм» инкекĕнчен сыхлас тесен газ приборĕсем юсавлă пулнине тĕрĕслеттерсех тăмалла. 






Загрузка...


Губернаторы России

Спорт в России и мире

Загрузка...

Все новости спорта сегодня


Новости тенниса

Загрузка...


123ru.net – это самые свежие новости из регионов и со всего мира в прямом эфире 24 часа в сутки 7 дней в неделю на всех языках мира без цензуры и предвзятости редактора. Не новости делают нас, а мы – делаем новости. Наши новости опубликованы живыми людьми в формате онлайн. Вы всегда можете добавить свои новости сиюминутно – здесь и прочитать их тут же и – сейчас в России, в Украине и в мире по темам в режиме 24/7 ежесекундно. А теперь ещё - регионы, Крым, Москва и Россия.


Загрузка...

Загрузка...

Экология в России и мире




Путин в России и мире

Лукашенко в Беларуси и мире



123ru.netмеждународная интерактивная информационная сеть (ежеминутные новости с ежедневным интелектуальным архивом). Только у нас — все главные новости дня без политической цензуры. "123 Новости" — абсолютно все точки зрения, трезвая аналитика, цивилизованные споры и обсуждения без взаимных обвинений и оскорблений. Помните, что не у всех точка зрения совпадает с Вашей. Уважайте мнение других, даже если Вы отстаиваете свой взгляд и свою позицию. Smi24.net — облегчённая версия старейшего обозревателя новостей 123ru.net.

Мы не навязываем Вам своё видение, мы даём Вам объективный срез событий дня без цензуры и без купюр. Новости, какие они есть — онлайн (с поминутным архивом по всем городам и регионам России, Украины, Белоруссии и Абхазии).

123ru.net — живые новости в прямом эфире!

В любую минуту Вы можете добавить свою новость мгновенно — здесь.






Здоровье в России и мире


Частные объявления в Вашем городе, в Вашем регионе и в России






Загрузка...

Загрузка...





Друзья 123ru.net


Информационные партнёры 123ru.net



Спонсоры 123ru.net