Добавить новость
123ru.net
Все новости
Декабрь
2022

Çуран çӳрекенсен йĕркене пăхăнмалла

11 уйăхра Шупашкар хулинче çул-йĕр çинче 361 инкек пулнă. 10 çын пурнăçĕ татăлнă, 422 çын суранланнă. Çул урлă çуран каçакан 27 çынна машина çапса хăварнă. Вĕсенчен 20-шĕ – ачасем. Халăха асăрхаттарас тĕллевпе çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн ĕçченĕсем час-часах рейдсем ирттереççĕ. Хальхинче те вĕсем хула урамĕсенче йĕркене пăсакансене тытса чарчĕç.

Çак хăрушă инкек раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкар хулинче пулнă. «Афанасьева урамĕ» чарăну çывăхĕнче çул урлă çуран каçакан правилăсене пăхăнмасть. Светофорăн хĕрлĕ çутипе пĕр шикленмесĕр утать. Ăна тӳрех икĕ машина çапса хăварать. Телее, арçын чĕрĕ. Энтузиастсен урамĕнче пулнă çул-йĕр инкекĕ те пурне те калаçтарчĕ. «Лада Приорăпа» пыракан водитель 7 çулти ачана çапса хăварнă. Ача светофорăн симĕс çутипе каçнă. Водитель çул çинчи хăвăртлăха пăхăнманран çак инкек пулнă та. Дистанцие тытса пыманни, чупни, тимлĕхе çухатни, çул урлă каçмалли вырăн аякра пулни, васкани, пĕлменни. Паллах, кашнийĕн сăлтавĕ тĕрлĕрен, çапах йĕркене пăхăнманни нуша патне çул хывать те. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, инкек ытларах таврана каç сĕмĕ çапсан пулать.

ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: «Çуран çӳрекенсен ытларах çутă тум-тир тăхăнма тăрăшмалла е тĕттĕмре кăтартакан паллăсем çакмалла. Кун пек чухне водительсем сире аякранах курĕç».

 Хĕлле уйрăмах тимлĕ пулмаллине аса илтереççĕ çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн ĕçченĕсем. Çуран каçмалли каçăсенче çын, ача кӳлеписене вырнаçтарни те водительсен тимлĕхне, яваплăхне ӳстерет. Черетлĕ рейдра ятарлă вырăнсене пăхмасăр ăçта килнĕ çавăнта çул урлă каçакан чылай пулчĕ. Кашнийĕнпех йĕрке хуралçисем калаçу ирттерчĕç, çăмăлттайлăх мĕн патне илсе çитернине курăмлăн кăтартса пачĕç. Хула урамĕсенче халăха çул-йĕр правилисене пăхăнмаллине асăрхаттаракан автобуса та курма пулать. Вăл эрне тăршшĕпех çӳрĕ. 






Загрузка...


Губернаторы России

Спорт в России и мире

Загрузка...

Все новости спорта сегодня


Новости тенниса

Загрузка...


123ru.net – это самые свежие новости из регионов и со всего мира в прямом эфире 24 часа в сутки 7 дней в неделю на всех языках мира без цензуры и предвзятости редактора. Не новости делают нас, а мы – делаем новости. Наши новости опубликованы живыми людьми в формате онлайн. Вы всегда можете добавить свои новости сиюминутно – здесь и прочитать их тут же и – сейчас в России, в Украине и в мире по темам в режиме 24/7 ежесекундно. А теперь ещё - регионы, Крым, Москва и Россия.


Загрузка...

Загрузка...

Экология в России и мире




Путин в России и мире

Лукашенко в Беларуси и мире



123ru.netмеждународная интерактивная информационная сеть (ежеминутные новости с ежедневным интелектуальным архивом). Только у нас — все главные новости дня без политической цензуры. "123 Новости" — абсолютно все точки зрения, трезвая аналитика, цивилизованные споры и обсуждения без взаимных обвинений и оскорблений. Помните, что не у всех точка зрения совпадает с Вашей. Уважайте мнение других, даже если Вы отстаиваете свой взгляд и свою позицию. Smi24.net — облегчённая версия старейшего обозревателя новостей 123ru.net.

Мы не навязываем Вам своё видение, мы даём Вам объективный срез событий дня без цензуры и без купюр. Новости, какие они есть — онлайн (с поминутным архивом по всем городам и регионам России, Украины, Белоруссии и Абхазии).

123ru.net — живые новости в прямом эфире!

В любую минуту Вы можете добавить свою новость мгновенно — здесь.






Здоровье в России и мире


Частные объявления в Вашем городе, в Вашем регионе и в России






Загрузка...

Загрузка...





Друзья 123ru.net


Информационные партнёры 123ru.net



Спонсоры 123ru.net