Курав иртĕ
Ака уйăхĕн 18-21-мĕшĕсенче Шупашкарта «Релавэкспо» курав иртет. Ăна Чăваш Енре 2012-мĕш çултанпа йĕркелеççĕ. Форума 350 пĕрлешӳрен пин çурă çын хутшăнма палăртнă. Вĕсенчен 200 ытла предприятийĕ – республика тулашĕнчен.
«Раççейри электроэнергетика тытăмĕн реле хӳтĕлевĕ» курав икĕ çулта пĕрре анлă иртет. Ăна энерготытăма çĕнĕ лару-тăрура мĕнле автоматизацилемеллине тата хӳтĕлемеллине халаллаççĕ. Çак форума ахальтен Чăваш Енре ирттермеççĕ. Шăпах республикăри ку енпе ĕçлекен предприятисем çĕршыва 60 процент таран кирлĕ таварпа тивĕçтереççĕ. «Релавэкспо-2023» форумра пленарлă лару, 20 секци, çамрăксен лапамĕсем йĕркелеççĕ. Вĕсенче 120 ытла докладпа паллашма май пулĕ. Форума хутшăнакансем электротехника предприятисене, энергетика тытăмĕнчи киберхăрушсăрлăх центрне те çитсе курĕç. Ĕç тата инженер кадрсене пĕлӳ çурчĕсене мĕнле хатĕрленине те тишкерĕç. Сăмахран, Шупашкарти электротехника колледжĕнче пулĕç. Кунтах чемпионат ирттерме палăртаççĕ. Çамрăк ăстасем автомат тата реле хӳтĕлевĕн хатĕрĕсене юсаса кăтартĕç. Форумра анлă канашлу та пулĕ. Унта реле хӳтĕлĕвĕсене хатĕрлекенсем тата унпа усă куракансем тĕл пулĕç. Курава 46 организаци хăйсен таварне илсе килĕ. Вĕсенчен çурри ытла Раççейри регионсенчен: Мускавран, Питĕртен, Екатеринбургран, Архангельскран. Вĕсен йышĕ тата та ӳсме пултарать.
