Ака пырать
Çуркунне – ака вăхăчĕ. Республикăри хуçалăхсем çителĕклĕ вăрлăх хатĕрленĕ. Тĕрĕслев витĕр тухнисен 96 проценчĕ кондицие ларнă. Вăрлăхăн шăтаслăхĕ Канаш, Красноармейски, Етĕрне тата Елчĕк тăрăхĕсенчи хуçалăхсенче çĕр процентпа танлашать. Хĕвеллĕ кунăн кашни сехечĕпе усă курма тăрăшать çĕр ĕçченĕ. Паян Чăваш Енри 17 муниципаллă округра акана пуçăннă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене хальлĕхе 7 000 ытла гектар çинче акма ĕлкĕрнĕ.
Вăрлăха акиччен им-çамлаççĕ. Чăваш Енри ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе ку ĕçе 6 пин ытла тонна пурнăçланă. Кунта ытларах тăвайсен, елчĕксен, çĕрпӳсен, канашсен, вăрнарсен тӳпи пысăк. Хуçалăхсенче хальлĕхе ытларах тулă акаççĕ. Ăна 3 000 ытларах гектар çинче пурнăçланă. 11 районта пăрçа йышши культурăсене акма ĕлкĕрнĕ, унăн кăтартăвĕ пин ытла гектарпа танлашать. Çураки кăçал пĕлтĕрхипе танлаштарсан ир пуçланчĕ. Пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне пĕр гектар та ĕçе кĕртмен. Кĕрхисене апатлантарасси çинчен те манмаççĕ хуçалăхсенче. Çакна 47 пин гектар çинче пурнăçланă. Кирлин 58 проценче пулать. Элĕксем, çĕрпӳсем, шăмăршăсем ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Çав вăхатрах йĕпреçсемпе етĕрнесем çак ĕçе 20 процент та пурнăçламан. Пахча-çимĕç туса илекен хуçалăхсем те ĕçе кӳленнĕ.
ИВАН СЕМЕНОВ: «Рассада ӳстерме плансем. Кашни районта сутасшăн. Унсăр пуçне Тутарстанра, Мари Элта, Мордвара тата Ульяновскинче. Вара паянхи куна ана çинче ĕçсем пуçланнă. Эпир боронованине тухнă. Темиçе кунтан акма тухатпăр. Техникăна ремонт туса пĕтернĕ. Озимойсене удобренипе тунă. Пĕтĕмпех пур. Удобренисем пур».
