Ферма çĕкленĕ
Ял тăрăхĕсенче фермер хуçалăхĕсем аталанни ял халăхне хушма ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме те, паха та экологи енчен таса чĕр тавар туса илме те май парать. Çулсеренех хăйсен ĕçне пуçаракан фермерсене ял-хуçалăх министерстви укçан тĕрев парса пулăшать. Комсомольски районĕнчи Шарафутдиновсен çемйи те грант укçипе ĕне усрамалли вите çĕкленĕ, ятарлă техника туяннă. Шарафутдиновсен çемйи ахаль ларма хăнăхман. Аслинчен пуçласа кĕçĕнни таранах ĕçе кӳлĕннĕ. Рифат та мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ӳснĕрен, паян та выльăх-чĕрлĕхе юратса пăхать. Конкурсра çĕнсе илнĕ укçа пулăшнипе, шăпах та, хăтлă та пысăк ферма çĕклеме тӳр килнĕ те. Тĕрев укçи 10 миллион тенке яхăн. Паянхи кун Шарафутдиновсен хуçалăхĕ ура çинче çирĕп тăрса аталанакан хуçăлăхсен шутĕнче. МИНГАЗИМ ШАРАФУТДИНОВ: «Ял-хуçалăхĕнче çăмăлрах пултăр тесессĕн выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмешкĕн ферма тума шутларăмăр та, грант илес тесе 3 çул конкурса хутшăнтăмăр, 4-мĕш çулхине пире çĕнтерӳçĕ тесе пачĕç, грант пачĕç. Грантпа ферма туса лартрăмăр иртнĕ çул. Дояркăсем пур, выльăх пăхакансем пур, ферми лайăх килсе тухрĕ». Фермăра 200 ĕне. Хуçасем палăртнă тăрăх, выльăха яланах паха та витаминсемпе пуян çимĕçпе апатлантарма тăрăшаççĕ кунта. Çĕнĕ йышши техника вара ĕç пахалăхне витĕм кӳрет. Ĕлĕкхи пек ал вĕççĕн, е кивĕ сумалли хатĕрпе усă курмалла мар. Çĕнĕ фермăра – ĕç те çĕнĕлле тата кал-кал пырть. Маргарита Мельникова, Наталья Егорова, Николай Скворцов
