Юлашки çула ăсатрĕç
Паян Чăваш Енре ĕçтешпе Владимир Синдеев телеоператорпа сывпуллашрĕç. Чăваш Республикин массăллă информаци хатĕрĕсен тытăмĕнче ĕçлекенсемшĕн ку пысăк çухату. Ăна Канашра, тăван хулинче пытарчĕç. Владимир Синдеев 46 çулта пулнă. Ăна пĕлекенсем, пĕрле ĕçленисем ырăпа кăна аса илеççĕ. Пултаруллă, яланах пулăшма хатĕр çын, пысăк ăста пулнине калаççĕ ун пирки. ПАВЕЛ ИРИТКОВ: «Вăл камерăна таçта чиксе хума та пултаратчĕ. Пĕрле ĕçленĕ чухне эпĕ питĕ лайăх астăватăп каяш пирки кăларăм хатĕрлеттĕмĕрччĕ. Камерăна вăл пластик кĕленчене вырнаçтарчĕ. Савăтăн çулне эпир шалтан куртăмăр. Унăн кадрсене курсанах ăнланма пулать, пĕр сăмахсăрах». НАДЕЖДА АНДРЕЕВА: «Унăн ĕçĕ хальхи телеоператорсем валли тĕслĕх. Эпĕ яланах танлаштаратăп. Володя кун пек тумастчĕ, урăхла тăватчĕ тесе. Вăл чылай телеоператора ăста ӳкерме вĕрентрĕ». Эпир те, Чăваш наци телевиденийĕн ĕçченĕсем, Владимир Синдеев çывăх çыннисемпе тата тăванĕсемпе пĕрле тарăннăн хурланнине пĕлтеретпĕр
