Добавить новость
123ru.net
Все новости
Январь
2022

Сăваплă уяв çывхарать

Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн пысăк уяв – Кăшарни çывхарать. Шăпах, çак кун Иисус Христос тĕне кĕрсе хăйĕн çĕр çинчи сăваплă тивĕçне пурнăçлама пуçланă. Йăланă кĕнĕ тăрăх, çак кун шыва кĕрсе чунпа тасалаççĕ. «Кăшарни кунĕнчи шыв чир-чĕре сиплет, вăй-хăват хушать», – палăртаççĕ Турра ĕненекенсем. Паллах, кăçал та вакка чăмас текенсем пулĕç. Уяв çитиччен шыва кĕрсе тасалмалли сăваплă вырăнсене хатĕрлеççĕ. Ĕç еплерех пынине тишкерме пирĕн пултарулăх ушкăнĕ вырăна çитрĕ. Шупашкарти кӳлемĕшри вакăсене уяв каçĕ умĕн касĕç. «Иртерех кассан тĕрлĕ инкек сиксе тухма пултарать», – палăртаççĕ специалитсем. Кăшарни каçĕнче вара ытти вакă çывăхĕнчи пекех кунта халăха шыва кĕме меллĕ пултăр тесе хăпармалли-анмалли хатĕрсем лартĕç. Шыв-шур çинче çеç мар, чиркӳ çывăхĕсенче те сăваплă ятарлă вырăнсем хатĕрлĕç. ГЕРМАН МАЙКОВ : «Кăçал пирĕн республикăра 120 вырăн патне хатĕрлеççĕ кăшарни уявĕ ирттермешкĕн. Çак шутра тата 40 вырăн патне шыв çинче пулать. Республикăра кăшарни уявĕнче шыва, вакка кĕрсе тухмашкăн хатĕрлеççĕ ĕнтĕ районсенче вакă касса хатĕрлеççĕ. Вакă çумĕнче арçынсем валли, хĕрарăмсем валли тум-тир хывса тăхăнмалли вырăнсем хатĕрлеççĕ». Йăлана кĕнĕ тăрăх, чей ĕçсе ăшăнмалли вырăнсем те пулĕç. Вакка чăмса тухнă хыççăн тухтăрсем те вĕри чейпе сăйланма сĕнеççĕ. Çынсене шыва кĕме ирĕк париччен ваксене ятарлă ушкăн тишкерĕ. «Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнассине малти вырăна кăлармалла», – палăртаççĕ çăлавçăсем. ГЕРМАН МАЙКОВ: «Кăшарни уявне ирттермешкĕн пирĕн республикăра 600 çын хатĕрленĕ хăрушсăрлăх йĕркине пăхмашкăн, тĕрĕслемешкĕн, вăхăтра пулăшу памашкан. Çак шутра МЧС, МВД сотрудникĕсем, çăлавçăсем, медицина ĕçченĕсем пулаççĕ. Кăшарни уявĕ ирттернĕ чухне вырăнсенче çĕрĕпех васкавалă пулăшу медицина ĕçченĕсем пулаççĕ». «Шыва кĕрсе тасалас текенсен яваплă пулмалла», – палăртаççĕ тухтăрсем те. Вакка кĕриччен хаяр шĕвек ĕçме юрамасть, кĕлеткене сивĕ шыв патне майĕпĕн хатĕрлемелле. Шыва чăмиччен тĕрлĕ хускану туса ăшăнмалла. ГАЛИНА ИВАНОВА: «Чĕрепе чирлекен çынсене çакна аса илтерес килет, чĕрепе чирлекен çынсен, сивве хăнăхман çынсен çак уявра шыва кĕме юрамасть, организăма вăл питĕ пысăк сиен кӳме пултарать, юн тымарĕсем кĕтмен -çĕртен хупăнса ларма пултараççĕ. Инфаркт, инсульт чирĕпе аптраса ӳкме пулать». Кăшарнинче юр çусан тыр-пул лайăх пулать тесе хĕпĕртенĕ хресчен. Кăçал та çанталăк лăпкă пуласса шантарççĕ синоптиксем. Маргарита Мельникова, Николай Скворцов






Загрузка...


Губернаторы России

Спорт в России и мире

Загрузка...

Все новости спорта сегодня


Новости тенниса

Загрузка...


123ru.net – это самые свежие новости из регионов и со всего мира в прямом эфире 24 часа в сутки 7 дней в неделю на всех языках мира без цензуры и предвзятости редактора. Не новости делают нас, а мы – делаем новости. Наши новости опубликованы живыми людьми в формате онлайн. Вы всегда можете добавить свои новости сиюминутно – здесь и прочитать их тут же и – сейчас в России, в Украине и в мире по темам в режиме 24/7 ежесекундно. А теперь ещё - регионы, Крым, Москва и Россия.


Загрузка...

Загрузка...

Экология в России и мире




Путин в России и мире

Лукашенко в Беларуси и мире



123ru.netмеждународная интерактивная информационная сеть (ежеминутные новости с ежедневным интелектуальным архивом). Только у нас — все главные новости дня без политической цензуры. "123 Новости" — абсолютно все точки зрения, трезвая аналитика, цивилизованные споры и обсуждения без взаимных обвинений и оскорблений. Помните, что не у всех точка зрения совпадает с Вашей. Уважайте мнение других, даже если Вы отстаиваете свой взгляд и свою позицию. Smi24.net — облегчённая версия старейшего обозревателя новостей 123ru.net.

Мы не навязываем Вам своё видение, мы даём Вам объективный срез событий дня без цензуры и без купюр. Новости, какие они есть — онлайн (с поминутным архивом по всем городам и регионам России, Украины, Белоруссии и Абхазии).

123ru.net — живые новости в прямом эфире!

В любую минуту Вы можете добавить свою новость мгновенно — здесь.






Здоровье в России и мире


Частные объявления в Вашем городе, в Вашем регионе и в России






Загрузка...

Загрузка...





Друзья 123ru.net


Информационные партнёры 123ru.net



Спонсоры 123ru.net