Добавить новость
123ru.net
Все новости
Сентябрь
2022

Ачасемпе пĕр утăмпа утмалла

«Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс, виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс. Ăслă пулас тесен нумай чĕлхе пĕлмелле» – Шупашкарти 40-мĕш шкулта ĕçлекен Александр Степанов çакна мала кăларать. Вăл ачасемпе пĕр утăмпа утса вĕсене чăваш чĕлхине юратма вĕрентет.

3-мĕш класра пĕлӳ пухакансем Александр Степанов вĕрентекен ыйтнине пĕр харăс хуравласа пыраççĕ. Александр Блиновăн «Кала-ха» кĕнеки ачасен умĕнче выртать. Вăл хăйне евĕрлĕ. Урокра ларакансем ытларах хусканусем тăваççĕ. Александр Марсович хĕр ачасемпе арçын ачасене алăпа кăтартса, пит-куçа вылянтарса, кăтарту кĕнекипе е хатĕрĕпе усă курса вĕрентет.

ЕЛЕНА КОШКИНА: «Ку пĕр енчен питĕ çăмăл. Ачасене ăнланса, интересленсе вĕренме хистет, пулăшса пырать. Сăмахсене ăсра хăварса куçарса аппаланмалла мар. Хăнăхтарусем пысăк мар, кĕске. Кĕнеки илемлĕ ӳкерчĕксемпе пуян».

Чăваш чĕлхине юратма хăнăхтаракан Александр Степанов ыйту парса ĕлкĕреймест, ачасем васкасах пурте хурав пама алă тăратаççĕ. Урок темипе çеç мар, ачасем ирĕклĕ те калаçма пултараççĕ. – Виктор, эсир урокра мĕн-мĕн тăватăр-ха?

ВИКТОР АКИМОВ: «Эпир урокра юрлатпăр, вылятпăр, калаçатпăр».

 – Сана çакăнта чăваш чĕлхи вĕренме килĕшет-и?

 – Мана кунта вĕренме килĕшет.

– Сирĕн килте кам та пулин чăвашла калаçать-и?

– Анне, атте, асатте, асанне чăвашла калаçаççĕ.

– Асаттӳпе асаннӳ эсĕ чăвашла калаçнăшăн савăнаççĕ-и?

– Савăнаççĕ.

Александр Степанов ачасене чăваш чĕлхине вĕрентес тесен чи малтанах вĕрентекенĕн хăйĕн ăна лайăх пĕлмеллине, чи пĕлтерĕшли вара – юратмаллине калать. Александр Марсович мĕн пĕчĕкренех тăван чĕлхине тарăнрах пĕлме тăрăшнă. Аслă пĕлӳ те ку енпех илнĕ. Ăна чĕлхене хтсеплеме вĕрентекенĕсенчен пĕри – Римма Гаврилова. Паян вĕсем иккĕшĕ те 40-мĕш шкулта вĕрентеççĕ.

РИММА ГАВРИЛОВА: «Александр Марсович Степанов, чăннипех, Герман Степанов Лебедев ячĕллĕ лицейре пултаруллă вĕренекенччĕ. Çак лицее вĕренсе пĕтернĕ хыççăн чăваш патшалăх университетĕнче пĕлӳ пухрĕ. Кайран вара учитель пулса тăчĕ. Юлашки çулсенче эпир унпа юнашар ĕçлетпĕр. Пĕрле ĕçленĕ чухне хăш чухне вăл манран, хăш чухне эпĕ унран опытне илетпĕр тесе калама пулать. Чăннипех те, эпир туслă пĕр-пĕринпе, килĕштерсе, ăнланса ĕçлетпĕр. Ку – чи кирли тесе шутлатăп».

Ывăнса çитсен ачасем хусканусем туса илеççĕ. Ăна та чăвашла йĕркеленĕ. Вĕрентекен чунне парса ĕçлени тӳрех курăнать. Ачасем хăйсем те вĕрентекен енне туртăнни сисĕнет. Ĕçне кура – хисепĕ. Александр Марсович ĕçне Раççей шайĕнче те асăрхарĕç. Вăл кăçал Раççейре пĕрремĕш хут йĕркеленĕ тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен конкурсĕнче хутшăнса лауреат пулса тăчĕ. Алина Сусметова, Сергей Емельянов, Николай Скворцов 






Загрузка...


Губернаторы России

Спорт в России и мире

Загрузка...

Все новости спорта сегодня


Новости тенниса

Загрузка...


123ru.net – это самые свежие новости из регионов и со всего мира в прямом эфире 24 часа в сутки 7 дней в неделю на всех языках мира без цензуры и предвзятости редактора. Не новости делают нас, а мы – делаем новости. Наши новости опубликованы живыми людьми в формате онлайн. Вы всегда можете добавить свои новости сиюминутно – здесь и прочитать их тут же и – сейчас в России, в Украине и в мире по темам в режиме 24/7 ежесекундно. А теперь ещё - регионы, Крым, Москва и Россия.


Загрузка...

Загрузка...

Экология в России и мире




Путин в России и мире

Лукашенко в Беларуси и мире



123ru.netмеждународная интерактивная информационная сеть (ежеминутные новости с ежедневным интелектуальным архивом). Только у нас — все главные новости дня без политической цензуры. "123 Новости" — абсолютно все точки зрения, трезвая аналитика, цивилизованные споры и обсуждения без взаимных обвинений и оскорблений. Помните, что не у всех точка зрения совпадает с Вашей. Уважайте мнение других, даже если Вы отстаиваете свой взгляд и свою позицию. Smi24.net — облегчённая версия старейшего обозревателя новостей 123ru.net.

Мы не навязываем Вам своё видение, мы даём Вам объективный срез событий дня без цензуры и без купюр. Новости, какие они есть — онлайн (с поминутным архивом по всем городам и регионам России, Украины, Белоруссии и Абхазии).

123ru.net — живые новости в прямом эфире!

В любую минуту Вы можете добавить свою новость мгновенно — здесь.






Здоровье в России и мире


Частные объявления в Вашем городе, в Вашем регионе и в России






Загрузка...

Загрузка...





Друзья 123ru.net


Информационные партнёры 123ru.net



Спонсоры 123ru.net