Килсĕр тăрса юлнă йытă-кушаксене пулăшаççĕ
Хуçасăр йытăсене çеç мар, кушаксене те тимлĕх кирлĕ. Вĕсене пулăшас, кил, çĕнĕ хуçа тупса парас тĕллевпе Шупашкарта ыр кăмăллăх фестивалĕ иртрĕ. Ăна рок-концерт евĕр йĕркелерĕç.
Алла вĕрентнĕ чĕр чунсемшĕн – этем яваплă. Анчах çакна, пур çын та ăнланмасть. Пĕчĕккĕ чухне юратса çитĕнтернĕ чĕр чунсем ӳссен никама кирлĕ мар пулса юлаççĕ. Кам урама кăларса ярать, кам вара пушшех те алă çĕклесе вĕсенчен хăтăлать. Çакнашкал киревсĕр ĕçсенчен хăтăлас, этеме чĕр чунсене хӳтелеме вĕрентес, çак çивĕч ыйтăва татса пама хутшăнтарас тĕллевпе çĕршывĕпех пысăк фестиваль ирттереççĕ. Пĕр шухăшлă хастарсем Чăваш Ен тĕп хулинче те пухăнчĕç. Рок ăстисен пултарулăхĕпе киленнисĕр пуçне, ыр кăмăллăх акцине хутшăнакансем кушаксен сăн ӳкерчĕкĕсен куравне те хутшăнчĕç. Фестивальте пухнă укçа-тенкĕне килсĕр тăрса юлнă кушаксене пулăшма йĕркеленĕ общество организацине çитерĕç.
