Кăтартусем савăнтараççĕ
Çумăр çукаласа тăни ĕçлеме чарать. Апла пулин те республикăра миллион та 3 пин тонна яхăн ылтăн пĕрчĕ пӳлмене кĕнĕ е сутлăха кайнă. 30 çул каялла Чăваш Енре тĕш тырă пухса илессипе рекорд пулнă. Ун чухне миллион та 4 пин тонна пĕрчĕллĕ культура çапса илнĕ. Хальлĕхе вырмана 99,3 процент вĕçленĕ. Çавна май республикăри хуçалăхсен 1992-мĕш çулта лартнă рекорда çĕнетме шанăç пур. Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Улатăр, Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Муркаш, Вăрмар... Читать дальше...