Раççей атлечĕсем Шупашкарта ăмăртаççĕ
<p><span>Паян Шупашкарта, Олимп стадионĕнче çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ старт илчĕ. 102-мĕш ăмăртăвăн историйĕ 1908-мĕш çулта çырăнма тытăннă. Пĕрремĕш чемпионат Питĕрте иртнĕ. Ун чухне тупăшăва пурĕ те 45 спортсмен хутшăннă. Чăваш Ен вара хальхинче 1200 яхăн спортсмена йышăнчĕ. </span></p>