Шупашкарта Алексей Айги концерчĕ
<p>Алексей Айгие Раççей, тĕнче культуринче паллă музыкант пек пĕлеççĕ, чăвашсемшĕн вара вăл чи малтанах Чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айхин ывăлĕ, пирĕн ентеш. Алексей хăй ертсе пыракан 4,33 ансамбльпе Шупашкарта пулнă май куракансене пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. <strong> </strong></p>