Купăс юсакан ăста
<p>Муркаш районĕнчи Шомикре пурăнакан Анатолий Петров хуткупăссем юсать. Раççейри ытти маçтăрсемпе, чикĕ леш енчи ăстасемпе тачă çыхăну тытать вăл. «Чун йăпатмăш пулсассăн пурăнас та килет», тет ылтăн алăллă ентеш.</p>