Сывлăха çирĕплетмелле
![Сывлăха çирĕплетмелле](http://www.ntrk21.ru/../UserFiles2019/video/202103/kovid.jpg)
<p>«Шăршă та, тутă та туймастăп» текен сăмахсене кăшăллă вируспа чирлекенсенчен çеç мар, çак амакран сывалнисенчен те час-часах илтме пулать. Инфекци çын сывлăхне палăрмаллах хавшатать. Çавăнпа тухтăрсем чирлесе ирттернисене реабилитаци тапхăрне те пысăк тимлĕх уйăрма сĕнеççĕ.</p>