Добавить новость
123ru.net
Новости по-русски
Март
2023

Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ

Чăваш Республикинче Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлама тĕллев лартнă. Тĕрлĕ фестивальсем, конкурссем, ăсталăх класĕсем ирттерме палăртнă. Çĕмĕрлесем те ку енĕпе ыттисенчен кая мар, тĕрĕсрех каласан, малта пыраççĕ. Çак кунсенче вĕсем Раççейре пуçарнă Педагог тата наставник, Чăваш Енре ирттерме палăртнă Телейлĕ ачалăх çулталăкне уçрĕç.

«Çын çул çӳреве тухса çӳресен телейлĕ», – çавăнпа та малашне шкул ачисене тавра курăма пуянлатма, ăсталăха туптама пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ лапамсем хатĕрлеме, пултарулăх ăмăртăвĕсем ирттерме палăртнă. «Хĕвел тухăç» культура керменĕнче хăнасене ăшшăн кĕтсе илсе ĕмĕтсен йывăçĕпе туслашма сĕнчĕç. Кунта çамрăк ăсчахсем, артистсем, кадетсем пухăннă. Кашниех пуласлăхра кăмăла каякан ĕçре вăй хума ĕмĕтленет. Хăшĕ-пĕри инженер-конструктор пуласшăн, теприсем хăйсене шыравра тупасшăн. Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова çĕмĕрлесем питĕ пуçаруллă пулнине палăртрĕ. «Пушкин картти» федераци проектне пурнăçлассипе республикăра вĕсене çитекенни урăх çук терĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева ку тăрăхра пурăнакансем Сăр чикки чавнă паттăрсене халалланă ĕçре те пысăк тӳпе хывнине палăртрĕ.

«Кĕçех Мускаври «Патриот» паркра пысăк стенд кун çути курĕ. «Чăваш Ен. Сăр чикки» – ăна утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçмалла», – терĕ депутат. Алла Леонидовна Раççейре Педагог тата наставник çулталăкĕ пулнă май ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçре вĕрентекенсем пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса пыни пирки каларĕ. Çĕмĕрлери пĕлӳ çурчĕсенче тăрăшса вăй хуракан педагогсене тĕрлĕ тав хучĕсемпе чысларĕ. Чăваш Республика Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ çамрăксене те саламларĕ. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче «телейлĕ ача дневникĕ», шкул театрĕсен фестивалĕ – проектсем ирттересси çинче пĕлтерчĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле «Где проходит граница» документлă кинофильм пăхса киленчĕç. Донбасра иртекен ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсене кăтартнă унта. Çĕмĕрлере пурăнакансем Раççей салтакĕсене пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ пархатарлă ĕçсем пурнăçлаççĕ. Çĕвĕ ăстисем тĕрлĕ тум-тир, çар хатĕрĕсем ăсталаççĕ. Çынсем ятарлă счет çине укçа куçара ытти кирлĕ япала туянса салтаксене ярса параççĕ. 






Загрузка...


Губернаторы России

Спорт в России и мире

Загрузка...

Все новости спорта сегодня


Новости тенниса

Загрузка...


123ru.net – это самые свежие новости из регионов и со всего мира в прямом эфире 24 часа в сутки 7 дней в неделю на всех языках мира без цензуры и предвзятости редактора. Не новости делают нас, а мы – делаем новости. Наши новости опубликованы живыми людьми в формате онлайн. Вы всегда можете добавить свои новости сиюминутно – здесь и прочитать их тут же и – сейчас в России, в Украине и в мире по темам в режиме 24/7 ежесекундно. А теперь ещё - регионы, Крым, Москва и Россия.


Загрузка...

Загрузка...

Экология в России и мире




Путин в России и мире

Лукашенко в Беларуси и мире



123ru.netмеждународная интерактивная информационная сеть (ежеминутные новости с ежедневным интелектуальным архивом). Только у нас — все главные новости дня без политической цензуры. "123 Новости" — абсолютно все точки зрения, трезвая аналитика, цивилизованные споры и обсуждения без взаимных обвинений и оскорблений. Помните, что не у всех точка зрения совпадает с Вашей. Уважайте мнение других, даже если Вы отстаиваете свой взгляд и свою позицию. Smi24.net — облегчённая версия старейшего обозревателя новостей 123ru.net.

Мы не навязываем Вам своё видение, мы даём Вам объективный срез событий дня без цензуры и без купюр. Новости, какие они есть — онлайн (с поминутным архивом по всем городам и регионам России, Украины, Белоруссии и Абхазии).

123ru.net — живые новости в прямом эфире!

В любую минуту Вы можете добавить свою новость мгновенно — здесь.






Здоровье в России и мире


Частные объявления в Вашем городе, в Вашем регионе и в России






Загрузка...

Загрузка...





Друзья 123ru.net


Информационные партнёры 123ru.net



Спонсоры 123ru.net