Олег Николаев транспорт тытăмĕн ĕçченĕсене саламларĕ
Чăваш Ен – тĕрлĕ транспорт çулĕсене пĕр тĕвве çыхăнтарса тăракан регион. Çак инфратытăм аталанăвĕнче транспорт ĕçченĕсен тӳпи пысăк. Шăпах вĕсем вырсарникун, чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче професси уявне паллă турĕç. Ĕçре хастарлăхпа тата пысăк çитĕнӳсемпе палăрнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та тĕрлĕ наградăпа чысларĕ. XXI-мĕш ĕмĕрте транспорт пĕлтĕрĕшĕ уйрăмах пысăк. Пирĕн çĕршывра çеç çак тытăмпа çыхăннă ĕçсенче 4 миллиона яхăн çын тăрăшать. Çак ене тивĕçлĕ йĕркелесе пырас, аталантарас тĕлĕшпе Чăв
<p>Чăваш Ен – тĕрлĕ транспорт çулĕсене пĕр тĕвве çыхăнтарса тăракан регион. Çак инфратытăм аталанăвĕнче транспорт ĕçченĕсен тӳпи пысăк. Шăпах вĕсем вырсарникун, чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче професси уявне паллă турĕç. Ĕçре хастарлăхпа тата пысăк çитĕнӳсемпе палăрнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та тĕрлĕ наградăпа чысларĕ.</p>
<p>XXI-мĕш ĕмĕрте транспорт пĕлтĕрĕшĕ уйрăмах пысăк. Пирĕн çĕршывра çеç çак тытăмпа çыхăннă ĕçсенче 4 миллиона яхăн çын тăрăшать. Çак ене тивĕçлĕ йĕркелесе пырас, аталантарас тĕлĕшпе Чăваш Ен те хастар ĕçлет. Сăмахран, республикăра çулсеренех пассажирсемпе тĕрлĕ йывăр тавар туттаракансен шучĕ ӳсет, транспорт инфратытăмĕн объекчĕсем çĕнĕлеççĕ. Калăпăр, 2021-мĕш çулта аэропорта юсаса çĕнетес ĕç пуçланчĕ. Çитес çул вара вăл хăйĕн алăкĕсене уçĕ, палăртрĕ регион ертӳçи Олег Николаев. Кирек мĕнле транспортăн та юсавлă, хăрушсăр пулмалла, экологи йĕркисене пăхăнса тăмалла. Çак тата ытти тивĕçе пур енчен пурнăçлас тесе пин-пин çын тăрăшать. Çак шутра – патвар та хастар хĕрарăмсем сахал мар.</p>
<p>ТАТЬЯНА НИКОЛАЕВА: <em>«Пирĕн троллейбуссем питĕ хитре, илемлĕ, Çĕнĕ Шупашкар хулинче çӳреççĕ. Яланах троллейбуссем вăхăтра тухмалла. Лини яланах чупса çӳремелле ĕнтĕ. Йывăрах мар, хăнăхнă ĕнтĕ, мĕн чуль ĕçлетпĕр, 28 çул».</em></p>
<p>Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов палăртнă тăрăх кăçал тытăма цифровизацилес енĕпе те çирĕп утăмсем тунă. Çак ĕç малалла та тăсăлĕ.</p>