«Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма!»
Çемье ăшшине упракан, ĕçчен, пуçаруллă, мал ĕмĕтлĕ ялта пурăнакан хĕрарăмсем çулсерен Чăваш наци конгресĕ ирттерекен пултарулăх тупăшăвне куç пек кĕтеççĕ. Çак кунсенче вĕсем «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма!» – регионсен хушшинче иртекен конкурс фестивальте хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Конкурса хутшăнакансем фестивале килекенсене алăкранах хаваслă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç. Чăваш халăх апатне хатĕрлессипе те пĕри тепринчен ирттерет. Сĕтел çинче – çуху, хуплу, шăрттан, кăмпа, тăпăрч икерчи. Ĕçмеллисенчен
<p>Çемье ăшшине упракан, ĕçчен, пуçаруллă, мал ĕмĕтлĕ ялта пурăнакан хĕрарăмсем çулсерен Чăваш наци конгресĕ ирттерекен пултарулăх тупăшăвне куç пек кĕтеççĕ. Çак кунсенче вĕсем «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма!» – регионсен хушшинче иртекен конкурс фестивальте хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç.</p>
<p> Конкурса хутшăнакансем фестивале килекенсене алăкранах хаваслă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç. Чăваш халăх апатне хатĕрлессипе те пĕри тепринчен ирттерет. Сĕтел çинче – çуху, хуплу, шăрттан, кăмпа, тăпăрч икерчи. Ĕçмеллисенчен – уйран, сăра тата ытти шĕвек. Кăçалхипе 4-мĕш хут иртекен конкурса Раççейри культура эткерлĕхĕн çулталăкне халалланă. Чăваш Енре ăна çавăн пекех мухтавлă ентешсен çулталăкне, Пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарăмĕсен кунне халалларĕç. Ялсенчи маттур чǎваш хĕрарǎмĕсен пултарулǎхĕпе çаврǎнǎçулǎхĕ тата хастарлǎхĕ таса çǎлкуç пек тапса тǎнине, çемье ǎшшине упрассипе çыхǎннǎ ǎс-хакǎлĕсем пуяннине тата вǎй-хǎвачĕсем çирĕппине ĕнентерсе пама пултарнă. Вĕсем сцена çинче чăваш йăли-йĕркине – салак ăсатнине, хĕр йĕррине, улах каçне кăтартса панă. «Чǎваш ялĕн илемĕ – 2022» номинацире харǎсах иккĕн çĕнтернĕ: Çĕрпӳ районĕнчи Ираида Филимоновǎпа Муркашри Лариса Аксандрова. «Эткер пирĕштийĕ» номинацире Елчĕкри Лариса Казначеева, «Пултарулǎх çǎлкуçĕ» – Сĕнтĕрвǎрри районĕнчи Лариса Николаева, «Тĕпел хуçи» – Шǎмǎршǎри Анджела Егорова, «Ылтǎн алǎ» çĕнтерÿçи Çĕмĕрлери Алина Сергеева, «Ǎс-хакǎл пуянлǎхĕ» Йĕпреç районĕнчи Надежда Евдокимова мала тухма пултарнă.<strong> </strong></p>