Бюджетăн пуçламăш вулавĕ
Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем, тĕрлĕ наци программисем, экономикăна тата ытти тытăма аталантаракан проектсем. Тăкаксене, федераци, республика шайĕнчи хыснасенчен кĕрекен укçана йăлтах пĕрлехи документра пăхса хăвармалла. Çак кунсенче Чăваш Республикин Правительствин анлă ларăвĕнче çитес çулхи бюджета малтанласа тишкерессипе пуçламăш вулав иртрĕ. Çулталăк вĕçленсе пынă май кăçалхи бюджет мĕнле пурнăçланса пынине пĕтĕмлетме те вăхăт çывхарса пырать. Чăваш Республикин Правительствин пайташĕсем ĕçсемпе кăмăллă
<p>Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем, тĕрлĕ наци программисем, экономикăна тата ытти тытăма аталантаракан проектсем. Тăкаксене, федераци, республика шайĕнчи хыснасенчен кĕрекен укçана йăлтах пĕрлехи документра пăхса хăвармалла. Çак кунсенче Чăваш Республикин Правительствин анлă ларăвĕнче çитес çулхи бюджета малтанласа тишкерессипе пуçламăш вулав иртрĕ.</p>
<p>Çулталăк вĕçленсе пынă май кăçалхи бюджет мĕнле пурнăçланса пынине пĕтĕмлетме те вăхăт çывхарса пырать. Чăваш Республикин Правительствин пайташĕсем ĕçсемпе кăмăллă, кăрлач-нарăс уйăхĕсенче палăртнă кăтартусем самай лайăхланнă. Хушма майсем тупса республикăра картишсене хăтлăх кĕртнĕ, çулсене юсанă, шкулсене çĕнетнĕ. Чăваш Республикикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те пĕлтерĕшлĕ çак документа йĕркелес ĕçе хастар хутшăнаççĕ.</p>
<p>«Кăçалхи çитĕнӳсемпе лăпланмасăр малашнехи аталану çул-йĕрне çирĕп пăхăнса тепĕр çула тĕллевсем лартмалла. 2023-мĕш çул йывăр пулать тесе калаççĕ пире. Предприятисен тупăшĕ чакать, çавна кура бюджета кĕрес укçа та сахалланать. Çапах та пирĕн ниме пăхмасăр хамăр çине илнĕ социаллă яваплăха туллин пурнăçламалла», – терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Кăçалхи бюджет тытăмĕнче кăшăл чирпе кĕрешме пысăк укçа пăхса хăварнă. Санкцисене пула сиксе тухнă чăрмавсене çĕнтерес тĕллевпе республика шайĕнче чылай йышăнусем тума тивнĕ. Çавна пула Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, ял хуçалăхра, налук тытăмĕнче лайăх кăтартусем шута илнĕ. Пĕрлехи тупăш 6 миллиард тенкĕ таран ӳснĕ. Тепĕр çулхи бюджет тупăшĕ 77 миллиард тенкĕ çурăпа танлашма пултарать. Ку кăçалхинчен 15 процент нумайрах. Тăлăх ачасене, йышлă çемьесене çăмăллăхсемпе тивĕçтерме, бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен шалăвне ӳстерме, пĕчĕк тата вăтам бизнесра тăрăшакансене хавхалантарма укçа пăхса хăварасшăн. Муниципалитетсене те çĕнĕ мелпе укçа уйăрма пуçлаççĕ. Республикăри сад, дача тытакансене пĕрремĕш хут патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерме палăртнă.</p>