Пĕлтерĕшлĕ ĕçсем
Чăваш Ен хысни ку уйăхра тата çур миллиард тенкĕпе тулмалла. Укçана «Машзавод» индустри паркне тата «Абат» технопарка тума яраççĕ. Ку объектсене палăртнинчен маларах та пурнăçа кĕртме палăртаççĕ. Раççей Правительствинче çывăх вăхăтра Чăваш Енрен тăратнă тепĕр 4 заявкăна та пăхса тумалла. Шупашкарти, Канашри, Çĕнĕ Шупашкарти технопарксене ĕçлеттерсе яма миллиард та 700 миллион тенкĕ кирлĕ пулать. Чăваш Енри Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура çакăн пирки тата инвестици проекчĕсем мĕнле пурнăçланни çинчен кал
<p>Чăваш Ен хысни ку уйăхра тата çур миллиард тенкĕпе тулмалла. Укçана «Машзавод» индустри паркне тата «Абат» технопарка тума яраççĕ. Ку объектсене палăртнинчен маларах та пурнăçа кĕртме палăртаççĕ. Раççей Правительствинче çывăх вăхăтра Чăваш Енрен тăратнă тепĕр 4 заявкăна та пăхса тумалла. Шупашкарти, Канашри, Çĕнĕ Шупашкарти технопарксене ĕçлеттерсе яма миллиард та 700 миллион тенкĕ кирлĕ пулать. Чăваш Енри Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура çакăн пирки тата инвестици проекчĕсем мĕнле пурнăçланни çинчен калаçрĕç.</p>
<p>Республика 2021 çулта промышленноç паркĕсем тăвас тĕллевлĕ конкурс суйлавне хутшăннă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх «Машзавод» индустри паркĕ тата «Абат» технопарк йĕркелемелли проектсене суйласа илнĕ. Çавна май вĕсене пурнăçа кĕртме Раççей Федерацийĕн экономика аталанăвĕ çинчен калакан патшалăх программипе Чăваш Ене 994 миллион тенкĕ куçарнă. Çĕршывăн экономика аталанăвĕн министерстви республикăна тата 500 миллион тенкĕ куçарма йышăнни çак ĕçе маларах палăртнă пек 2 çулта мар, чылай маларах вĕçлеме май парать. 640 ĕç вырăнĕ пулмалла.</p>
<p>Ларура инвестици проекчĕсем мĕнле пурнăçланни пирки те калаçрĕç. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Енре «Сăрт-ту машинисем» компани представителĕсем пулнă. Ун чухне республикăра шахтăсенче ĕçлемелли техника туса кăларма пуçласси пирки килĕшӳ тунă. «Звениговский» аш-какай комбиначĕн çур миллиард тенкĕлĕх проекчĕ хута кайсан 140 ĕç вырăнĕ пулмалла. Çĕнĕ Шупашкарта пĕлтĕр строительство пуçланнă, пĕр цеха хута яма та ĕлкĕрнĕ. «Звезда 21», «Смак» компанисен логистикăна аталантармалли проекчĕсем те пысăк майсем уçаççĕ. Кашнийĕ миллиард тенкĕлĕх. Авăн уйăхĕнче Чăваш Енре «Интелмед» пĕрлешӳ ĕçченĕсем пулнă. Вĕсем медицина хатĕрĕсем кăларма пуçласшăн. Медицинăра усă куракан перчеткесене хатĕрлемелли проект валли 2 миллиард тенкĕ хывасшăн. Канашра е Çĕнĕ Шупашкарта – паян вăл ăçта пулассине палăртассипе тимлеççĕ. Пысăк блоксенчен çуртсем тăвакан завод та ĕçлесе каймалла. Унта çур миллиард тенкĕ инвестици хывнă. Завод корпусĕ хатĕр, тивĕçлĕ оборудовани вырнаçтарнă. Ун валли халь Лапсар тăкăрлăкне реконструкцилемелле. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев шанчăксăр проектсене инвестици программинчен кăлармаллине каларĕ. Малашлăхлă проектсемпе çине тăрса ĕçлемеллине каларĕ вăл.<strong> </strong></p>