Çамрăк спортсменсем ăмăртаççĕ
Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 7-мĕшĕччен Шупашкарта «Олимп» стадионĕнче шав тарать. Кунта çăмăл атлетикăпа çамрăксен йышĕнче Раççей Первенстви иртет. Чăваш Республикин тĕп хулине 700-е яхăн спортсмен килнĕ. Кун пек шайри ăмăрту Шупашкарта пĕр хут çеç мар иртет. 3 кун Шупашкарти «Олимп» стадионĕнче çамрăк спортсменсем старта тăчĕç. Хĕрӳ чупу. Вăл çеç те мар, çӳллĕшне шăчăпа тата тăршшĕне сиксе, йĕтре тĕксе тата сăнă ывăтса «Çĕнтерӳçĕ» ята илессишĕн тупăшрĕç пуханнисем. 66 регионтан килнĕ яш-кĕрĕм 46 медаль п
<p>Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 7-мĕшĕччен Шупашкарта «Олимп» стадионĕнче шав тарать. Кунта çăмăл атлетикăпа çамрăксен йышĕнче Раççей Первенстви иртет. Чăваш Республикин тĕп хулине 700-е яхăн спортсмен килнĕ. Кун пек шайри ăмăрту Шупашкарта пĕр хут çеç мар иртет. 3 кун Шупашкарти «Олимп» стадионĕнче çамрăк спортсменсем старта тăчĕç. Хĕрӳ чупу. Вăл çеç те мар, çӳллĕшне шăчăпа тата тăршшĕне сиксе, йĕтре тĕксе тата сăнă ывăтса «Çĕнтерӳçĕ» ята илессишĕн тупăшрĕç пуханнисем. 66 регионтан килнĕ яш-кĕрĕм 46 медаль пуххине вылянтарчĕ. Хĕрсемпе каччăсене куракансемпе пĕрлех Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров, Олимп вăййин çĕнтерÿçи Елена Николаева, Раççей Федерацийĕн çăмăл атлетикин вăхăтлăх Президенчĕ Ирина Привалова, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Алина Иванова хавхалантарма килнĕ. Чаплă ăмăртăва йĕркеленсене ертӳçĕсем «5» паллă лартрĕç. Чи вăйлисем Шупашкартах çурла уйăхĕнче иртекен Раççей чемпионатне хатĕрленме юлассине палăртрĕç вĕçем. АЛИНА ИВАНОВА: «Пирĕн Шупашкарта питĕ нумай ăмăртусем пыраççĕ. Паянхи кун ĕнтĕ çав юниорсен первенстви пуçланчĕ. Çак ăмăртусенчен, паллах ĕнтĕ, пирĕн республика лайăх шайра ирттерсе ярасса шанатпăр, тата çак спортсменсем питĕ лайăх результатсем кăтартса пире савăнтарччăр». Хутшăнакансемшĕн çак ăмăртăва яваплă хатĕрленнĕ. Чылайăшĕ спортăн тумхахлă тата анлă çулĕпе халь çеç утма пуçланă. Апла пулин те никам та парăнасшăн мар. Кашниех пъедестал çине хăпарма тĕллев лартнă</p>