Раççей тĕрленĕ каррти Питĕрте
Питĕрте иртекен халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче Раççей тĕрленĕ карртипе Чăваш Ен делегацийĕ паллаштарчĕ. Пир çинчи тĕрĕ эрешĕсем куракансене тӳрех тыткăнларĕç. Кашни çын хăйĕн регионне шырама пуçларĕ. Тĕрĕ ăстисен пултарулăхĕпе кăсăкланакансем те пулчĕç. Проект пуçаруçи – Чăваш Ен. Ку ĕçе ытти субъектсем те хапăл тусах йышăннă. Калининградран пуçласа Камчатка таранах алă ĕç ăстисем хăйсен пуян культурипе йăли-йĕркине çирĕплетеççĕ. Культура еткерĕн çулталăкĕнче мĕнпур регионсем пĕрле кар тăрса пĕрле пу
<p>Питĕрте иртекен халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче Раççей тĕрленĕ карртипе Чăваш Ен делегацийĕ паллаштарчĕ. Пир çинчи тĕрĕ эрешĕсем куракансене тӳрех тыткăнларĕç. Кашни çын хăйĕн регионне шырама пуçларĕ. Тĕрĕ ăстисен пултарулăхĕпе кăсăкланакансем те пулчĕç. Проект пуçаруçи – Чăваш Ен. Ку ĕçе ытти субъектсем те хапăл тусах йышăннă. Калининградран пуçласа Камчатка таранах алă ĕç ăстисем хăйсен пуян культурипе йăли-йĕркине çирĕплетеççĕ. Культура еткерĕн çулталăкĕнче мĕнпур регионсем пĕрле кар тăрса пĕрле пулма пикенни аван. Халăхăн йăли-йĕркипе тĕррине, вĕсен пуянлăхне упраса ламран-лама куçарса пыни хăватлă. Экономика форумĕнче çавра сĕтелсемпе ларусем те иртрĕç. Шăпах çак лапамсенче ĕçлĕ те тухăçлă çыхăнусем йĕркленеççĕ те. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаевпа «Газпром газификации» компани ертӳçи Сергей Густов килĕшӳ турĕç. Çапла майпа республикăра газ кĕртес программăна тăсрĕç. Кăвак çулăмпа тивĕçтерес ыйтупа вара регионта малалла тимлĕç. Газ кĕртекенсене оборудовани туянма патшалăх 20 000 тенкĕ пулăшу парать. «Çăмăллăх илекенсен шутне татах та ӳстерес тĕллевлĕ», – палăртрĕ Олег Николаев. Сергей Густов чăвашсем кăвак çулăм кĕртессипе тăрăшса ĕçленине палăртрĕ. Çынсене социаллă пулăшу пани те пĕлтерĕшлĕ терĕ. 2022-мĕш çулта Атăл леш енне газ илсе çитересси те пысăк ĕçсенчен пĕри. – Унсăр пуçне организаципе килĕшӳ алă пусрăмăр Чăваш Республикинче çак электроэнергипе тивĕçтерес енĕпе малалла ĕçсене туса ирттерес пирки. Тепĕр ĕçлĕ тĕл пулу Казахстан делегацийĕпе иртрĕ. Икĕ ен те Чăваш Енри машина тăвакан тытăма тата экспорт вăй-хăватне аталантарссине тишкерчĕç. – Чăваш Республикинче тĕрлĕ енлĕ пысăк проектсем тăвасси пирки те калаçрăмăр. Ку ĕнтĕ чи малтанах М-12 тăвас пирки. Пирĕн Раççей Федерацийĕ аталанса пынă май Чăваш Республикинче логистика центрĕсем тăвасси пирки. Вĕсем Атăла усă курма май парĕç. Пирĕн чукун çулпа çӳрекен транспортсене тата çак автомобильсем те пирĕн урлă кайнă пирки çакăн пек логистика центрĕсем тусан, ман шутпа, пирĕн Чăваш Республики те самаях нумай усă курма пултарĕ</p>