«Ăслă чарăну» çăмăллăх кÿрет
«Музей пек...», – çапларах хак парать Канаш районĕнчи Сухайкассинчи халăх çĕнĕ чарăну вырăнне. Шăпах вĕсен тăрăхĕнче республикăри ял территорийĕсенчи пĕрремĕш «Ăслă чарăну» хута кайнă. Вăл хĕвел батарейисемпе ĕçлет. Çĕнĕлĕхĕн ырлăхне пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те тĕрĕслерĕ.