Пĕрле пулмалла
![Пĕрле пулмалла](http://www.ntrk21.ru/../UserFiles2019/video/202203/44(12).jpg)
Украинăра ятарлă операци пуçланнăранпа икĕ эрне иртрĕ. Раççей çарĕсем кӳршĕ çĕршывне нацистсенчен хăтараççĕ. Чăваш Енре çак пулăма мĕнле йышăнăççĕ? Кун пирки – малалла тĕплĕнрех. ВАСИЛИЙ ШОРКИН: «Çак Украинăри операцине пуçланине тĕрĕс тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен Украинăри нацистсем пирĕнпе туслăхлă республикăсене Луганскпа Донецка вĕсем тапăнатчĕç ĕнтĕ. Вĕсем тапăнма хатĕрленнĕ. Эпир çак оперцине пуçламан пулсан вĕсем хăйсем пуçлатчĕç». ВАЛЕРИЙ КОМИССАРОВ: «2014-мĕш çултанпах вăрçă пырать. Çав вăхăтра мĕн
<p>Украинăра ятарлă операци пуçланнăранпа икĕ эрне иртрĕ. Раççей çарĕсем кӳршĕ çĕршывне нацистсенчен хăтараççĕ. Чăваш Енре çак пулăма мĕнле йышăнăççĕ? Кун пирки – малалла тĕплĕнрех. ВАСИЛИЙ ШОРКИН: «Çак Украинăри операцине пуçланине тĕрĕс тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен Украинăри нацистсем пирĕнпе туслăхлă республикăсене Луганскпа Донецка вĕсем тапăнатчĕç ĕнтĕ. Вĕсем тапăнма хатĕрленнĕ. Эпир çак оперцине пуçламан пулсан вĕсем хăйсем пуçлатчĕç». ВАЛЕРИЙ КОМИССАРОВ: «2014-мĕш çултанпах вăрçă пырать. Çав вăхăтра мĕн чухлĕ халăха вĕлермерĕç. Ачасене те, ватти-вĕттисене те. Ачасем çак юлашки 8 çул хушшинче подвалсенче ӳсрĕç. Вĕсем çавăнтах çуралса, çавăнтах шкула кайрĕç. Çак юлашки вăхăтра лару-тăру çивĕчленсех çитрĕ. Нато çарĕсем унта хĕç-пăшалсем хатĕрлерĕç. Вĕсем çак икĕ республикăна çĕрпе танлаштарма хатĕрленсе çитернĕ. Çавăнпа çак çар операцине февраль 24-мĕшĕнче пуçлани тĕрĕс тесе шутлатăп. Журналист пулнă май çак информаци вăрçи юлашки вăхăтра тата çивĕчленсе çитни мана тĕлĕнтерет. Ултав вăрçи. Вăл малтан та пынă. Польша территорийĕнче американецсем ятарлă организацисем тытнă çак фейксем, ултавлă информаци хатĕрлессипе. Унта пысăк специалистсем ĕçленĕ. Вĕсем активлă ĕçлеççĕ. Пирĕн журналистсен çакна уйăрса илме пĕлмелле ăçта фейк, ултав, ăçта тĕрĕслĕх».</p>