Алжиртан килнĕ ачасемпе вылярĕç
Çĕмĕрле хулинче 5-мĕш çул республикăри ача-пăча футбол турнирĕ иртет. Кăçал вăл çĕршыв шайне çеç те мар, тÿрех тĕнче шайне тухнă. Чулхула, Йошкар-Ола, Пенза, Альметьевск хулисенчен командăсем килнĕ. Алжирти çамрăк футболистсем те тупăшăва хутшăнма чĕнсен инçе çула кĕскетсе çитнĕ.