Кадетсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç
Çу уявĕсем çывхараççĕ. Шкул ачисемшĕн ку патриотизм вăхăчĕ. Чăваш Енри кадетсем хăйсен пĕлĕвĕпе паллаштарчĕç. Кадетсем ялав йăтассипе тата хисеплĕ хурал тăрассипе конкурсра ăсталăх класĕсем кăтартрĕç. Пулас салтаксем патриотизм мĕн иккене ача садĕнченех пĕлеççĕ. Вĕсем хальлĕхе хĕсметре тăман, çар операцисене те хутшăнман. Тăван çĕршыва чи хаклине – çамрăклăхне параççĕ. Конкурса Чăваш Енри чи чаплă кадет класĕсем хутшăнчĕç. Ку вĕсемшĕн ахаль ăмăрту çеç мар, хăйне евĕр хатĕрленӳ. Ăна кашни пулас салтакăн тухм
<p>Çу уявĕсем çывхараççĕ. Шкул ачисемшĕн ку патриотизм вăхăчĕ. Чăваш Енри кадетсем хăйсен пĕлĕвĕпе паллаштарчĕç. Кадетсем ялав йăтассипе тата хисеплĕ хурал тăрассипе конкурсра ăсталăх класĕсем кăтартрĕç. Пулас салтаксем патриотизм мĕн иккене ача садĕнченех пĕлеççĕ. Вĕсем хальлĕхе хĕсметре тăман, çар операцисене те хутшăнман. Тăван çĕршыва чи хаклине – çамрăклăхне параççĕ. Конкурса Чăваш Енри чи чаплă кадет класĕсем хутшăнчĕç. Ку вĕсемшĕн ахаль ăмăрту çеç мар, хăйне евĕр хатĕрленӳ. Ăна кашни пулас салтакăн тухмаллине ĕнентереççĕ кадетсем. Кунта аслисен тӳпи те пысăк. Канаш районĕнчи Егор Руссков кукашшĕ пек хастар пулма ĕмĕтленет. ЕГОР РУССКОВ: «Эпĕ хама çарта тăма хатĕрлетĕп. Ман кукаçи пек пулас килет. Вăл офицер запасра пулнă. Янкăлчри шкулта директор пулнă. Эпĕ те ун пекех пуласшăн». Конкурсра Улатăрти шкул ачисем палăрчĕç. Ку çĕнĕ отряд командирĕн пĕрремĕш çĕнтерĕвĕ. ДМИТРИЙ СУРКОВ: «Салтакăн кăмăл-туйăмне ытлашши кăтартмалла мар. Пирĕн ăна хамăрта тытма пĕлмелле. Çавах та чунра питĕ савăнăçлă». Ялав йăтассипе тата хисеплĕ хурал тăрассипе кĕмĕлпе бронза Шупашкарта юлчĕç. 2-мĕш вырăна Александр Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕн вĕренекенĕсем тивĕçрĕç, виççĕмĕшсем 37-мĕш шкул кадечĕсем пулчĕç</p>